Ыран паллӑ прозаик, публицист, тӑлмач, чӑваш халӑх ҫыравҫи Хветӗр Уяр (Федор Ермилович Уяр) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл 1914 ҫулхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Схури-Матак ялӗнче ҫуралнӑ.
Хветӗр Уяр Самарти чӑваш шкулӗнче, Хабаровскри педагогика техникумӗнче, Благовещенскри тата Чаваш Республикинчи педагогика институчӗсенче вӗреннӗ. Унтан вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Каярахпа Чӑваш Республикинчи Красноармейски, Ҫӗрпӳ районӗсенчи шкулсенче вӑй хунӑ, Чӑваш радиокомитетӗнче литература ӗҫченӗ пулнӑ. Хветер Уяр ЧАССР Кӗнеке палатинче, «Капкӑн» журнал редакцинче те ӗҫленӗ.
Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, ӑна Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин I степень орденӗпе, III степень Мухтав орденӗпе, медальсемпе чысланӑ. Федор Ермилович чӑваш литературине пӗчӗк жанрпа кӗнӗ (калавсем, очерксем, фельетонсем…). Пӗрремӗш хайлавӗ 1930 ҫулта пичетленнӗ.
Пӗлтерӗшлӗ кӗнекисенчен пӗри — «Таната» историллӗ романӗ. Ӑна Чӑваш Ен литературовечӗсем кӑна мар, Мускаврисем те, ют ҫӗршыврисем те пысӑк хак панӑ.
Хветӗр Уяр вырӑссен илемлӗ литературине чӑвашла куҫарнӑ.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче ҫамрӑк вокалистсен ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ артистне Виталий Петрова халалланӑ «Ҫурхи тумлам» конкурсӗ иртнӗ. Унта уйрӑм юрӑҫсем, дуэтсем, вокал ансамблӗсем хутшӑннӑ. Вӗсене ӳсӗме кура хакланӑ: 5–9, 10–13 тата 14–17 ҫултисем.
Пӗрремӗш ушкӑнра «Солистсем» номинацире II степень Диплома Руфина Сергеева (Алманч) тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑна Ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Даниил Михайлов тухнӑ.
Иккӗмӗш ушкӑнра «Солистсем» номинацире чи маттурри Анастасия Козлова (Ача-пӑча ӳнер шкулӗ) пулнӑ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Анастасия Никифорова тата Кӗҫӗн Шетмӗри Екатерина Козлова 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Екатерина Алексеевӑпа Екатерина Козлова III степень Диплома тивӗҫнӗ.
Тепӗр ушкӑнра ҫак номинацирех Юлия Маслова (Кӗҫӗн Шетмӗ), Ксения Кравцева (Красноармейски), Анна Филиппова (Ача-пӑча ӳнер шкулӗн) малти вырӑнсене тивӗҫнӗ.
«Ансамбль» номинацире I степень Дипломпа «Кулӑ» (Ача-пӑча ӳнер шкулӗ) ансамбле чысланӑ. Геннадий Поповпа Валерий Яргонин дуэтне (Чатукасси) II степень Дипломпа хавхалантарнӑ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Красноармейскинче Культура ҫулталӑкне халалланӑ «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» район фестивалӗ иртнӗ.
Фестивале Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Суховетрюк, социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Рена Осипова, Композиторсен республикӑри союзӗн председателӗ Николай Зимин, районти Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер обществин председателӗ Георгий Ефимов уҫнӑ.
Фестиваль кӑҫалхипе 16-мӗш хут иртнӗ. Ольга Суховетрюк унта хутшӑнакансене саламланӑ, районти поэтсемпе композиторсене Трак енри культурӑна аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ, малашне те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме ӑнӑҫу суннӑ.
Фестивале Красноармейски районӗнчи 8 ял тӑрӑхӗ хутшӑннӑ. Чӑваш эстрада артисчӗсем Любовь Афанасьева, Владимир Леонтьев, Сергей Петров, ЧР чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров илемлӗ юрӑсемпе савӑнтарнӑ.
«Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивальре 11 композиторӑн, 13 поэтӑн, 15 юрӑҫӑн (солистсем, ансамбльсем, хорсем) юрри янӑранӑ.
Сӑнсем (26)
Чӑваш Енӗн аграрийӗсем Раҫҫейӗн ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен Волгоград хулинче иртнӗ сьездне хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен хресченӗсенчен йышра Елчӗк районӗнчи «Прогресс» акционерсен хупӑ обществин ертӳҫи Петр Скворцов, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Нива» кооператив председателӗ Владимир Мурайкин, Красноармейски районӗнчи Леонид Посадский фермер пулнӑ. Ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен съезчӗ терӗмӗр те, пирӗн патри халӑх тарҫисем те унта хутшӑннӑ.
Депутатсен съездне аграрисем епле лекнӗ-ши тесе ытлашши пуҫ ватма кирлӗ мар. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви кун пирки ӑнлантарнӑ тӑрӑх хакласан, унта чаплӑ хресченсем кайма тивӗҫнӗ. Елчӗк районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑх, акӑ, Чӑваш Енӗн аграри отрасльне йӗркелекен хуҫалӑхсенчен пӗри шутланать. «Нива» выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илет иккен, Леонид Посадский фермер сурӑх ӗрчетет. Тӗрлӗ ӑратлӑ ҫак выльӑх паян унӑн 100-е яхӑн-мӗн. Услама вӑл ӗҫ пуҫаракан фермерсене патшалӑх уйӑракан укҫана — «кӗмӗл» виҫи 1 миллион тенкӗ ытла — тивӗҫнипе пуҫарнӑ.
Съезда ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ 2 пине яхӑн делегат хутшӑннӑ.
Республикӑри чылай район-хула «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурса хутшӑнчӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра пӗтӗмлетӳсем тунӑ ӗнтӗ. Трак енре те конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Красноармейски районӗнчи вулавӑшсенче кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурс иртнӗ. Унта пӗтӗмпе 15 вулавӑш хутшӑннӑ. Конкурспа килӗшӳллӗн ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, конференцисем, кӗнеке хӑтлавӗсем, конкурссем, поэзи сехечӗсем, викторинӑсем, куравсем иртнӗ.
Вулавӑшсенче формулярсене тишкернӗ, ыйтӑм ирттернӗ. Пӗтӗмпе 400 респондент хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.
«Чӑваш кӗнеки» номинацире Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» кӗнеки ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх прозӑра» Хӗветӗр Уярӑн «Близ Акрамова» хайлавӗ мала тухнӑ. «Асамлӑ йӗрке» номинацире Николай Ишентейӗн «Планетӑпа чӗре» тата Любовь Петровӑн «И грусть, и радость, и мечты…» кӗнекисем ҫӗнтернӗ. «Ача-пӑча тӗнчи» номинацире Юрий Сементерӗн «Килӗр, килӗр, кайӑксем» тата Людмила Васильевӑн «Зайкина семья» кӗнекисем палӑрнӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Трак вӑтам шкулӗнче «Трак ен» ентешлӗхӗн членӗн Виктор Николаевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн сӗтелҫи теннисӗпе Красноармейски районӗн ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Тупӑшӑва тӗрлӗ ӳсӗмри 27 теннисҫӑ хутшӑннӑ.
Чи малтанах Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков, Чӑваш Енри сӗтелҫи теннисӗн федерацийӗн президенчӗ Максим Малов, «Трак ен» ентешлӗхӗн членӗ Алексей Львов, Виктор Николаев спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ.
1–6-мӗш классем хушшинче Алманчири Денис Сергеев ҫӗнтернӗ. Упири Андрей Илларионов — 2-мӗш, Мӑн Шетмӗри Дмитрий Величко 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ. Хӗрсен ушкӑнӗнче Ман Шетмӗри Виктория Юдинӑпа Алла Яковлева маттур пулнӑ.
7–11-мӗш классем хушшинче Трак шкулӗнчи Николай Кузьминпа Дмитрий Кузьмин малти вырӑнсене йышаннӑ. Хӗрсен ушкӑнӗнче Красноармейски вӑтам шкулӗнчи Светлана Леонидова тата Елена Родионова, Трак шкулӗнчи Христина Федорова малтисем пулнӑ. 18 ҫултан аслӑраххисен йышӗнче Юрий Никандров ҫӗнтернӗ. Юрий Васильев — 2-мӗш, Михаил Голубев 3-мӗш пулнӑ.
Красноармейскинчи халӑх театрӗ Трак енри халӑха спектакльсем кӑтартнӑ хыҫҫӑн кӳршӗ районсене тухма тытӑннӑ.
Канаш районӗнчи Малти Тукай ялӗ Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн чӑн-чӑн парнене тивӗҫнӗ. Трак енри артистсем Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни» камитпе килнӗ. Постановка пурне те килӗшнӗ.
Трак енри халӑх театрӗн ертӳҫи тата режиссерӗ Клавдия Васильева Малти Тукай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ-мӗн. Артистсене спектакль вӗҫленсен чунран тав тунӑ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче ачасен «Мӗн ҫухатма юрамасть — ҫавӑн пирки» экологи театрӗсен конкурсӗ иртнӗ. Мероприятие Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн, Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ.
Конкурса общественноҫа экологи ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас, ҫутҫанталӑка ытларах хисеплеме вӗрентес тӗллевпе ирттернӗ. Унта районти вӗренӳ учрежденийӗсенчи 10 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Кашни ушкӑнра — 10 ҫын.
Жюри членӗсем пултарулӑха, костюмсене, сцена ҫинче хӑйсене тытма пӗлнине тата ыттине хакланӑ. Кашни ушкӑн валли 10 минут ҫеҫ уйӑрнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисем Алманчри шкул вӗренекенӗсем пулнӑ. Вӗсем «Вӑрманти спецназ, е Симӗс тӗнчене кам ҫӑлать» постановка кӑтартнӑ. Именкасси шкулӗ «Вӑрман шкулӗ» кӑтартса 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗн ачисем «Тӗлӗнмелле вӑрман» постановкӑпа 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсене пурне те номинацисенче палӑртнӑ, дипломсемпе чысланӑ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗ Ҫӑварни ирттернӗ. Ӑна йӗркелеме Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчилӗхӗ те самай пулӑшнӑ.
Ҫӑварние ҫитнӗ ентешсене хайхи элчӗ, Леонид Волков, тата Мускаври чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев саламланӑ. Леонид Волков Мускав облаҫӗнчи Краснознаменск хула пухӑвӗн депутатне, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Геннадий Викторова Раҫҫейӗн ҫар центрӗн «Раҫҫей патриочӗ» медалӗпе чысланӑ. Геннадий Викторов 20 ҫул ӗнтӗ Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн хастар пайташӗ. Чӑваш халӑхӗ пирки 14 кӗнеке, ҫав шутран виҫҫӗшӗ Раҫҫей Геройӗсем ҫинчен, кӑларнӑ. Ӗҫӗсене вӑл хӑй шучӗпе пичетлет. Геннадий Волков этнопедагога халалласа Мускавра ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерме те вӑлах сӗннӗ.
Уява Куславкка районӗнчи «Эткер» фольклор ушкӑнӗ, Красноармейски районӗнчи «Хавал» халӑх кӗввин ансамблӗ, эстрада артисчӗсем савӑнтарнӑ.
Уява пынисем валли Ҫӑварни мыскарисем, конкурссем хатӗрленӗ.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александров Вячеслав Александрович (1929–2005) ӗҫ ветеранӗ пурнӑҫне ҫӗр ӗҫне халалланӑ. Ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах Тинӗсҫум енӗнчи Чкаловскире агрономра тӑрӑшнӑ, унтан Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче агрономра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1955–1989 ҫулсенче колхозра агроном, унтан тӗп агроном, юлашки 17 ҫулне «Заветы Ильича» колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ.
Тӑрӑшулӑхне кура ӑна «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ» тата «РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ» ятсем парса чысланӑ, темиҫе орден, чылай медаль парса наградӑланӑ, вӑл Халӑх хуҫалӑхӗн Пӗтӗм Союзри куравне хутшӑнса ылтӑн тата кӗмӗл медальсене те тивӗҫнӗ. Вячеслав Александровича коллектив «Хисеплӗ колхозник» тата «Хисеплӗ председатель» ят парса чысланӑ.
Вырӑнти администраци ертсе пынипе ӑна асра тытса ҫулленех ҫамрӑксем хушшинче теннис вӑййисем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Кӑкшӑмри шкулӑн спортзалӗнче черетлӗ ӑмӑртусем иртрӗҫ. Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Константин Михайлов, шкул вӗрентекенӗсем, Александров тӑванӗсем пухӑннисене ӑмӑртура ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |